Чăваш чĕлхи - тăван чĕлхе
Дата: 20.02.2021 Чĕлхе вăл – халăхăн иртнĕ кун-çулĕ, паянхи пурнăçĕ тата ыранхи ĕмĕчĕ, пуласлăхĕ. « Тӑван чӗлхе – халӑхӑн аваллӑхӗ, тӑван чӗлхе - халӑхӑн сумлӑ та телейлӗ малашлӑхӗ», - тенӗ Г.Н.Волков академик. Хăйне хисеплекен кирек епле халăх та хăйĕн тăван чĕлхине пысăк пуянлăх вырăнне хурса хаклать. Мĕн ĕлĕкрен чĕлхе çынсене сăмахлăх, юрă, йăла-йĕрке урлă пĕр-пĕринпе çывăх хутшăнса пурăнма пулăшнă.
Паян тăван чĕлхе кунне халалласа кашни класрах класс сехечĕсем иртрĕç.

|